Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Республика кунӗнче общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ. Анчах хӑш-пӗр урама хупнӑран унта ҫӳрекен транспортӑн маршрутне улӑштарӗҫ. Тӗслӗхрен, 1-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран ҫеҫ кайӗ, унтан ҫаврӑнӗ. 13 сехетре тӗп урамсене пӳлӗҫ. Шестви пӗтсен общество транспорчӗ ахаль чухнехи пекех ҫӳреме пуҫлӗ. Фейерверксен фестивалӗ 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетченех ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |