Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Мунча» курав уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ экспозици мунча чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Чӑваш наци музейӗн пуян коллекцийӗнче мунча хатӗрӗ нумай: йывӑҫ тата ытти тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗ алтӑрсем, йывӑҫ тата пӑхӑр тазсем, тӗртсе тунӑ алшӑллисем, ҫара ӳт ҫине тӑхӑнмалли тумтир...
Мунчара ҫӑвӑннӑ ҫеҫ мар, унта ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ, кунтан уйрӑлса каяканнине те мунчара ҫунӑ. Чирлисене сиплемелли йӑла-йӗркене те мунчара ирттернӗ. Мунча мӗн авалтан асамлӑхпа тулнӑ.
Мĕтри Ванччă // 3412.76.6042
2022.06.19 13:16 | |
Хăçан та пулсан афишăна чăвашла е чăвашла-вырăсла тума вĕренĕç-ши наци музейĕсем? | |
