Етӗрнери свалка ӗҫлеме пуҫланӑранпа унта 31 пин ытла кубла метр ҫӳп-ҫап пухӑннӑ. Халӗ ӑна пӗтерме йышӑннӑ.
Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫлӗ? Аукцион ирттерсе организацие палӑртнӑ. "Перспектива" тулли мар яваплӑ общество свалкӑна 34 миллион тенкӗпе рекультиваци тума килӗшнӗ. Аукционра малтанхи хак 39,1 миллион тенкӗ пулнӑ.
Свалкӑна пӗтерсен 2 гектара яхӑн ҫӗр ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курма пушанать.
Аукционра ҫӗнтернӗ организаци ӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ ӗнтӗ.