Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӑкӑр ҫиме — ҫичӗ юта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 20.06.2013 19:25 | 1550 хут пӑхнӑ

«Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ», — теме юрататчӗ хӑй вӑхӑтӗнче кукамай. Ун чух самани урӑхларахчӗ те ялти мӗнпур арҫын вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫлетчӗ, хӗрарӑмӗсем вара — е фермӑра, е хирте. Сенӗк-кӗреҫе йӑтса ҫӳресси ман валли мар тесе ӗҫ тиркекенсем те пурччӗ-ха, паллах. Хӑшӗсем (сӑмахӑм хамӑр тӑрӑхрисем, Шупашкар районӗсем пирки пырать) ҫӗвӗҫ пулса тӑрӑшнине астӑватӑп. Паян йӑлт урӑхла — арӗ-арӑмӗ ҫичӗ ютра тӑрӑшать. Ҫапла-ҫапла. Хӗрарӑмӗсем те ачисене кукамӑш-асламӑшӗсемпе пӑрахсах Мускавалла е ытти хуланалла тапса сикеҫҫӗ. «Пыл сӗрнӗ-им унта?» — тесе каланине хайхисем кӑмӑлсӑрланса йышӑнаҫҫӗ. «Ялта ӑҫта ӗҫлемелле? 5 пин укҫашӑн-и?» — касса татаҫҫӗ ун йышшисем туххӑмрах.

Официаллӑ цифрӑсем тӑрӑх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 453 ҫын ют региона тухса кайнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтеркен служба 9 тӑрӑхри 15 организаципе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ҫав шутра Мускав хулипе облаҫӗ, Чулхула, Волгоград, Амур, Воронеж облаҫӗсем, Тутар, Саха республикисем, Чукотка автономи округӗ пур.

Тӗрӗссипе калас пулсан, ҫичӗ юта ҫӳрекенсем тата та йышлӑ-ха.

Чӑваш Енри строительсем ҫичӗ ютра вӑтамран 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ иккен. Агропромышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакансен 20 пин тенкӗ таран ларать. Мускаври «Зодчий» ҫурт тӑвакан комбинатра тӑрӑшакансем 30 пинтен пуҫласа 40 пин тенкӗ таран илеҫҫӗ имӗш.

#ӗҫ, #укҫа-тенкӗ, #Мускав, #Тутарстан, #Чӑваш Ен, #Чулхула облаҫӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем