Ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче кантарӗҫ-и? РФ Патшалӑх Думинче ҫак ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Ҫак кунсенче кантарма «Ҫӗнӗ ҫынсем» фракци вице-спикерӗ Владислав Даванков сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫу уйӑхӗнче кантарни ҫынсене пахча ӗҫӗсемпе аппаланма май парать. «Ҫак вӑхӑта кӗркунне пирӗн апат пултӑр тесе халаллани лайӑх» - ҫапла палӑртнӑ вӑл, ҫак тапхӑрта ҫынсем пӗр-пӗринпе ытларах хутшӑнма пултарнине те каланӑ. Аса илтерер: календарьпе килӗшӳллӗн, ҫу уйахӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 7-10-мӗшӗсенче канмалла.
Эсир мӗнле шухӑшлатӑр: ҫу уйӑхӗнче 10 кун канмалла-и?