Шупашкарти стройкӑра инкек пулнӑ. Унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Шупашкарти Юханшыв портӗнче вырнаҫнӑ «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗн строительствинче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын ҫине ҫӳллӗшӗнчен фанера ӳкнӗ. «Вӑл 13-14-мӗш хутран йӑтӑнса аннӑ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
Вырӑна Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.