Шупашкарта икӗ чарӑну ятне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку "Куҫ микрохирургийӗ" тата "Раща" чарӑнусене пырса тивет.
Ку ыйтӑва ыран Шуппшкар хула администрацийӗнче сӳтсе явӗҫ те йышӑну тӑвӗҫ. Мӗнле ятсем сӗнеҫҫӗ-ха? "Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗ" тата "Гузовский урамӗ".
Тӳре-шара ыран канашласан йышӑну тӑвӗ.
Аса илтере: унччен Шупашкарти "Ҫыхӑну техникумӗ" чарӑнӑва та улӑштарма сӗннӗччӗ. Ҫак техникум ҫук ӗнтӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗнӗ ят парасшӑн пулнӑ.