Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун, леш, хайхи халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртма чараканни, юрӑхсӑр пулнине Патшалӑх Канашӗ те ӑнланчӗ пулмалла. Раҫҫее илес пулсан ҫак саккуна 45% ҫын ырланӑ, йышӑннӑ ҫӗнӗлӗхпе вара 49% ҫын килешсех кайман.
Нумайӑшӗшӗн саккун ытла ҫирӗп пулни тата ҫынсен ирӗклӗхне хӗсни килӗшмен. Ҫакна шута илсе тата пирус туртакансем те саккуна ытлашшиех пӑхӑнманнине кура Патшалӑх Канашӗ Раҫҫей правительствипе пӗрле йышӑннӑ документа улшӑнусем кӗртесшӗн иккен. Чи малтанах саккуна пӑхӑнмансенчен штрафне сахалтарах сӑптӑрасшӑн, унсӑр пуҫне пирус туртмалли вырӑнсен йышне анлӑлатасшӑн.
Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн, тӗслӗхрен, санатори таврашӗнче пирус туртма пулӗ пулас. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта чӗлӗм пакклатаракансенчен вара штрафне 1–1,5 пин тенкӗ таран чакарасшӑн.