Кашни ҫулла кану кунӗсенче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тӗрлӗрен кану ҫурт-йӗрӗсене, уйлӑхсене (лагерьсене) яраҫҫӗ. Анчах та унта шӑпӑрлансем тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхлӑ пурӑнасса никам та шантарса калаймасть.
Кӑҫал ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен виҫӗ ҫемье хӑйсен ачисене лагерсенчен тӗрлӗ сӑлтава пула киле илсе кайма ӗлкӗрнӗ те. Ак, нумай та пулмарӗ иртнӗ кунсенче ашшӗ-амӑшӗсенчен тата тӗпер ӳпкев илтме май лекрӗ. «Пирӗн ача сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте канать. Кунта вара, ачасем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫмелли шыв та ҫук. Типӗ пыра кранри шывпа тивӗҫтерме лекет», — пӗлтерет пӗр амӑшӗ.
Ача лагерӗн администрацийӗ ку ӳпкевпе килешмеҫҫӗ, вӗсене ӗненсен кану ҫуртӗнче пӗтӗмпех йӗркеллӗ.
Иртнӗ кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталанӑ министрӗ Алла Самойлова ача-пӑча уйлӑхӗсене ҫитсе курнӑ, унти лару-тӑрӑва тӗпченӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне кайман кану лагерьне вӗсем лекмен ҫав, тӗрӗслев ӗҫне ирттермен.