Персона
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Виҫӗмкун, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Андрей Растворцев писатель, поэт, куҫаруҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 9 сехет те 30 минутра Республикӑн клиника пульницин ҫуртӗнче сывпуллашӗҫ. Вӑл Амур облаҫӗнчи Гонжа ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑннӑ. Вӑл ачасем валли те ҫырнӑ, аслисем валли те. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ, Галина Матвеева, хакланӑ тӑрӑх, прозӑра ҫеҫ мар, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ вӑл; унӑн сӑвви-калавӗ Раҫҫейри, ун тулашӗнчи хуласенче тухса тӑракан сумлӑ кӑларӑмсенче (электронлӑ журналсенче, пичет хатӗрӗсенче) ҫапӑнса тухнӑ, вулакансене калаҫтарнӑ, тавлаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Растворцев чӑваш литературине вырӑсла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |