Сывлӑх
![]() newsorel.ru сайтри сӑн Пӗлетӗр ӗнтӗ: Раҫҫейре 12-17 ҫулсенчи ачасем валли кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑна регистрациленӗ. Вӑл «Спутник М» ятлӑ. Чӑваш Ен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ҫак вакцинӑн 25 пин дозине саккас панӑ. Хальхи вӑхӑтра ытти регион та ведомствӑна заявкӑсем ярать. Пӗрремӗш партисем ҫитес эрнере килме тытӑнмалла. Аса илетер: вакцинӑна «Спутник V»-на тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл та икӗ компонентлӑ. Прививкӑна вӑйпах тутармаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. 15 ҫултан аслӑрах ачасем ку йышӑнӑва хӑйсем тӑваҫҫӗ, ыттисем – ашшӗ-амӑшӗ ирӗк парсан ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |