Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушать чӑваш. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ — патне ҫитсен хускалмалла мар, маларахах хатӗрленсе хумалла. Тӗп хуламӑр ҫавӑн пек тӑвать те теме юрать — Шупашкарта юр вырӑнӗсене халех хатӗрлеме тытӑннине шута илсен.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑтра юра Б. Хмельницкий урамӗнчи тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи икӗ лаптӑка турттарнӑ. Тем чухлӗ купаланса кайнӑ вырӑнсем паян юртан тасалса пӗтнӗ, ҫӗр те унта типнӗ. Халӗ вара хулана хӑтлӑх кӗртессипе тӑрӑшакансем ҫав вырӑна пуҫтарма тытӑннӑ. Ку енпе 25 рабочи тата ятарлӑ 7 техника ӗҫлет иккен.