Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ.
«Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения.
65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ.