Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» лавккара пӗр арҫын ҫӳлӗксем ҫинчи эрехсене урайне вӑркӑнтарнӑ. Ку каҫхи 9 сехетре пулнӑ.
Арҫын 275 кӗленче ҫӗмӗрнӗ. Эрех хаклӑ йышши пулнӑ. Тӑкак 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Арҫын эрех кӗленчисене ҫӗмӗрни камера ҫине лекнӗ.
Хураха Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ та ӑна полицие панӑ. Арҫын 37 ҫулта. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӑна ӳсӗрри пирки асӑрхаттарни тарӑхтарса янӑ. Кӗленчесене ӑнсӑртран, ҫӳлӗк ҫине таянсан, ҫӗмӗрнӗ имӗш. Пуҫиле ӗҫе хальлӗхе пуҫарман. Полици лару-тӑрӑва уҫӑмлатать.