Росгварди тата полици ӗҫченӗсем секспритон ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Организаци «Спа-отель» тесе ӗҫленӗ. Чӑннипе вара унта арҫынсем хӗрарӑмпа киленме килнӗ.
47 ҫулти хӗрарӑм бизнеса унчченхи хуҫисенчен туяннӑ. Лешсене виҫӗ ҫул каялла йӗрке хуралҫисем тытнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа Шупашкарӑн тӗп урамӗнчех 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче клиентсене йышӑнма тытӑннӑ. Салонра 7 хӗр ӗҫленӗ. Йӗрке хуралҫисем килнӗ чухне унта 5 хӗр пулнӑ.
Арҫынсем салона малтан ҫырӑнсан ҫеҫ лекейнӗ. Спа-отель хӑйне халӑх тетелӗсенче рекламӑланӑ, визиткӑсем пулнӑ, хӑйӗн сайчӗ ӗҫленӗ. Отельте управляющи пулнӑ, вӑл хӗрсене ӗҫе илӗртнӗ, вырнаҫтарнӑ.
Халӗ отель хуҫине килти ареста лартнӑ. Унӑн виҫӗ пулӑшуҫи те явап тытӗ.