Чӑваш Енре лифт пур ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов пӗлтернӗ.
Лифт ҫук тӑк пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлемелле. Лифт пур пулсан ку тӳлев 7 тенкӗ те 51 пуспа танлашать. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ку республикӑри лифт хуҫалӑхӗ кивелнипе ҫыхӑннӑ.
Республикӑри тӗплӗ юсав программипе килӗшӳллӗн, 4781 лифта улӑштармалла, вӗсенчен 483-шне ҫӗнетнӗ. Паянхи кун тӗлне 1701 лифт срокне ӗҫлесе кӑларнӑ. Вӗсене улӑштарма 5 миллиард та 200 миллион тенкӗ кирлӗ.