Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пурӑнакан икӗ пӳлӗмлӗ хваттере ҫӳп-ҫап купине ҫавӑрнӑ. Анчах вӗсене унтан ниепле те кӑларса яраймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хваттерте ачасем пропискӑра тӑраҫҫӗ.
Амӑшӗпе ывӑлӗ эрехпе иртӗхеҫҫӗ, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемеҫҫӗ. Ҫитменнине, вӗсем пӗр кӗтӳ кушак усраҫҫӗ, ҫӳп-ҫап контейнерӗсенчен ӑпӑр-тӑпӑр киле сӗтӗреҫҫӗ. Ҫав хваттерте кил хуҫи хӗрарӑмӗн хӗрӗ тата мӑнукӗсем пропискӑра тӑнӑран вӗсене унтан кӑларса яраймаҫҫӗ. Лешсем вара Мускавра пурӑнаҫҫӗ.
Суд амӑшӗпе ывӑлне килте тирпейлеттерме йышӑннӑ. Ҫурт-йӗр фончӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухма пулӑшнӑ, икӗ КамАЗ ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑ. Анчах тепӗр ҫултанах хваттер каллех ҫӳп-ҫаппа тулнӑ, парӑм 500 пин тенкӗрен иртнӗ. Кӳршисем ку хваттерпе мӗн те пулин тума ыйтаҫҫӗ. Халӗ Шупашкар хула администрацийӗ Калинин районӗн судне хваттере кӗме ирӗк ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ.
____