Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ директор пулӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Мӗншӗн тесен ӑна нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн президентне суйланӑччӗ.
Пукан пушаннине кура Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви директор пулас кӑмӑллисен кадр резервӗ валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен докуменчӗсене чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑнма пуҫланӑ, хутсене асӑннӑ ведомствӑна чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ҫитерсе ӗлкӗрмелле.
Agabazar // 2633.83.8329
2021.11.18 17:41 | |
Паллă ĕнтĕ, пысăк пулаяслăхпа, кунта пĕр-пĕр варяг килсе вырнаçасса кĕтмелле. |