Вӑраха тӑсӑлнӑ канмалли кунсенче, чӳкӗн 1-7-мӗшӗсенче, республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ чакнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗр эрнере чирлесси 48,9 процент чакнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 3719 ҫын сахалрах ОРВИпе аптӑранӑ.
Ытларах Шупашкарта чирленӗ: 2406 ҫын. Иккӗмӗш вырӑнта Ҫӗнӗ Шупашкар – 218 ҫын. Иртнӗ эрнере республикӑра ОРВИпе чирлессин кӑтартӑвӗ 100 пин ҫын пуҫне 318,8 ҫын лекнӗ. Кӑтарту Ҫӗмӗрлере, Шупашкарта, Канашра, Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗсенче пысӑкрах пулнӑ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 10 пин ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку – рекорд.