Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ.
Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус.