«Эпӗ кӗтмен ҫӗртен ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм. Ку вӑл кӗтменлӗх пулчӗ. Юсав ӗҫӗпе аппаланакан предприятире водительте ӗҫленӗччӗ. Начар ӗҫлемен. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине тавҫӑратӑп-ха. Тепӗр тесен темех мар. Мана вӑл сфера килӗшместчӗ. Эпӗ — ҫулҫӳревҫӗ вӗт, ирӗке юратакан ҫын. Эпир Настьӑпа, ҫемьепе, палӑртнине маларах пурнӑҫлама тивӗ. Автоҫулҫӳреве хӗл енне тухса каясшӑнччӗ. Халӗ маларах тухма тивӗ, пире Питтсбургра нимӗн те тытса тӑмасть. Ку хула килӗшместчӗ», — ҫапларах пӗлтернӗ икӗ ача ашшӗ Ютубри хӑйӗн каналӗнче.
Ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑн пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса тӑнӑ май вӑл маларах машина туяннине пӗлет-ха. Халӗ ҫемье АПШри Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен «Тойотӑпа» ҫула тухма хатӗрленет. Унччен туяннӑ пурлӑха май килнӗ таран сутса ярӗҫ, сутайманнине ҫынсене парнелӗҫ е тухса перӗҫ. Ҫапла вара ҫемьен пурнӑҫӗнче черетлӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ.