Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче ют ҫӗршывра пурӑнакан арҫынпа паллашнӑ. Унпа вӑл утӑ уйӑхӗнче ҫырӑнма тытӑннӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Америкӑран, ҫар ҫынни.
Хутшӑнсан-хутшӑнсан арҫын пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашмашкӑн тӗл пулма сӗннӗ. Анчах малтан вӑл ӗҫлекен вырӑна ӑна отпуска яма ыйтса ҫыру яма каланӑ. Хӗрарӑм патне хурав килнӗ: 900 евро тӳлемелле. Хайхискер кредит илсе ҫав счет ҫине куҫарнӑ. Кайран тепӗр 2500 евро куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм пӗр пайне кредит илнӗ, теприне пухнӑ укҫинчен уйӑрнӑ. Юлашкинчен вӑл 1500 евро куҫарса панӑ. Ку ют ҫӗршыв ҫынни самолетпа вӗҫнӗшӗн-мӗн. Ку укҫана вӑл микрозаймра илнӗ.
«Америкӑри савнийӗ» ун патне ҫитсен тӑкака икӗ хут нумайрах саплаштарма шантарнӑ. Анчах 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ хӗрарӑм вӑл килессине кӗтсе илеймен, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.