Ҫапла тӑвасси пирки Шупашкар хула влаҫӗсем асӑрхаттараҫҫӗ. Халӗ машинӑсем килсерен тенӗ пек пулса кайрӗҫ те (тата хӑш-пӗр ҫемьере пӗрре кӑна-и?) хурҫӑ утсем валли вырӑн ҫитменни ет вӑрттӑнлӑх мар-ха. Ҫапах та машинӑсене курӑк ҫине хӑпартса лартма та никама та ирӗк паман. Яваплӑхӗ пирки «Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен» республика саккунӗнче уҫӑмлӑн пӑхса хӑварнӑ. Уйрӑм ҫынсен 500–2 000 тенкӗ кӑларса хума тивет, должноҫ йышӑнса ларакансен — 2 пинтен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисен — 5 пинтен тытӑнса 20 пин тенкӗ таран.
Урапа (машина) лартмалли йӗркене пӑснисем пирки паян хула администрацийӗн планеркинче те калаҫнӑ. Тротуар ҫине лартнӑшӑн ҫу уйӑхӗнче кӑна 37 протокол шӑрҫаланӑ, тротуар тӑрӑх кайнӑшӑн — 16. Тирпей-илем кӳрессин йӗркине (кунта машинӑсене курӑк ҫине лартни те кӗрет) 123 хутчен протокол шӑрҫаланӑ. Кунта эпир ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫырни пирки каларӑмӑр. Унсӑр пуҫне хула администрацийӗ те ку ыйтупа ӗҫлет, тӗрӗслесе тӑрать.