Шантарнине виҫ ҫул кӗтнӗ теҫҫӗ-и-ха? Апла пулсан кӑна-и? Хваттере тӳпе хывса хӑпартас та ҫӗн пӳрт ӗҫкине пухӑнас тесе хӑшӗсем хӑҫантанпа кӗтсе пурӑнаҫҫӗ. Ун пеккисен ыйтӑвӗсене татса парассипе юлашки ҫулсенче республикӑра хӑш-пӗр ӗҫе туни сисӗнет. Хӑй вӑхӑтӗнче хӑпартма пуҫланӑ та туса пӗтереймен ҫуртсене тӑвасси епле пынипе Чӑваш Енӗн Ҫурт тӑвӑм министерстви вырӑна тухса паллашнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 6-мӗш тата 6/1-мӗш текен позицисене хӑпартса пӗтернӗ. Халӗ унта ҫурт йӗри-тавралли лаптӑка илем кӗртеҫҫӗ-мӗн. Тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх ҫынсем ҫав ҫуртсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пурӑнма кӗрейӗҫ.