Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Нарспие» пӑхмасӑр калама пӗлетӗн-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.11.2007 08:57 | 2130 хут пӑхнӑ

Ҫитес ҫуркунне Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэма «Сказки и предания чуваш» - «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Пӗлтерӗшлӗ ҫак саманта Чӑваш хӑлах, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти (В.П.Петров) нумайлӑха асра хӑварма шухӑш тытнӑ. Сӑмах акӑ мӗн пирки: Виталий Петрович «Нарспи0 поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсне ирттересшӗн. «Чӑваш, ку поэма сан ҫинчен, — тет паллӑ ӳнерҫӗ. — Эсӗ кил-ҫуртунта ӗҫлетӗн-и, чухӑн-и е ҫав тери пуян-и — вула, поэмӑра хӑвна куран; хӗр-упраҫ — ӗҫлеме, юрлама, ташлама вӗренсе пыратӑн, юрату килет... Мӗнле шӑпаллӑ пулӑн Эсӗ, телейлӗ е хуйхӑллӑ... вула, хӑвна курӑн. Чӑваш, таран шухӑшлӑ ку произведенире хӑвӑн пурнӑҫна — пулни-иртнине, паянхине, пулассине — пӗтӗмпех курма май пур, вула».

Тӑван халӑхӑн гениллӗ поэтне хисеплесе, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна чӑваш хушшинче тата вӑйлӑрах пропагандӑлас тӗлӗшпе «Хыпар» хаҫат Праски Виттине пулӑшма тӗв тытрӗ, асӑннӑ конкурсӑн информаци спонсорӗ пулма килӗшрӗ. Пирӗн пӗрлӗх те ҫак енчен пулӑшӗ — сире конкурс епле пыни ҫинчн пӗлтерсех тӑрӗ.

Праски Витти «Нарспи» поэмӑна пӗтӗмпех пӑхмасӑр калакансен ҫӗнтерӳҫисене хӑйӗн ӗҫӗсене парнелеме тата «Нарспи» поэма тӑрӑх ӳкерчӗксем тума вӗрӗнтме шантарать. «Хыпар» хаҫат та парнесемпе хавхалантарӗ.

 

«Нарспие» пӑхмасӑр пӗлекенсем, конкурса хутшӑнас текенсем Виталий Петровича ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа тупма пултараҫҫӗ: (8352) 42-69-44; 89051995587; электронлӑ почти: praskiwitti@yandex.ru. Е «Хыпар» хаҫата кӗрсе тухӑр, ҫыру ҫырса пӗлтерӗр.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Конкурссем, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем