Чун парса ӳкерӗннӗ, пурнӑҫӑн мӗн-пур ӗҫ-пуҫсем витӗр тухнӑ, нихӑҫан та типсе ларма пултарайман ӑсталӑх ҫӑлкуҫне палӑртакан ӳкерчӗксем —вилемсӗр. Пӗрремӗш хут XX ӗмӗрен чи пултаруллӑ ӳнерҫӗн Сальвадор Дали ӗҫӗсем Чӑваш Енре кун ҫути курӗҫ. Республика ҫыннисем тӗнчипе паллӑ ӳнер ӑстин «Божественная комедия» (чӑв. Асамлӑ камит) ӗҫне сӑнлакан гравюрисене курма пултарӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ проектӑн хӑтлавӗ ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлать. Сальвадор Дали ӗҫӗсемпе паллашма кӑмӑл тӑвакансем республика музейне хаваспах кайма пултарӗҫ. Ют ҫӗршыв ӳнер ӑстин ӗҫӗсене куҫпа курни наци культуришӗн, халӑх тавракурӑмшӑн самаях усӑллӑ пулӗ.
Agabazar // 1184.12.0453
2013.05.26 23:47 | |
"Божественная комедия". Чăвашла "Турăлла комеди" темелле. Кунта ниепле те камит теме юрамасть!!!!!!!!!!!!! |