Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр тенӗ ваттисем. Те тус пулнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗлӗш ҫеҫ — калаймӑпӑр. Анчах пӗлӗшне вӑл хур тунӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркасси ялӗнчи пӗр килте 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсӗр ҫын унтан пушӑ алӑпа тухса кайман. Вӑл ылтӑн-кӗмӗл ҫаклатса тухнӑ. Пурӗ 28 пин те 323 тенкӗлӗх.
Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе прокуратура айӑплав ҫирӗплетнӗ. 38 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе айӑплаҫҫӗ. Вӑл статьяпа ҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Пуҫиле ӗҫе Шупашкар район судне ярса панӑ.