Атӑл леш енчи «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫумӗнчи «Сувар» этнопаркри кӳлепесем япӑхса пыни пирки Фейсбукра ятарлӑ пост вырнаҫтарнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тарӑн шухӑшлӑ, сӑнарлӑ кӳлепене ӳнерҫӗсем ӑсталаса вырнаҫтарнӑранпа ҫирӗм ҫул та иртнӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ мифологиллӗ сӑнарсем, йывӑҫран тунӑскерсем майӗпен ҫӗрӗшсе кивелеҫҫӗ, ача-пӑча хӑпарса ларнипе те силленсе ӳкме пуҫланӑ.
Хӑй малтан чунра темиҫе ҫул йӑтса ҫӳренӗ, кайран проект туса чӑваш ӳнерҫисем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ сӑваплӑ вырӑншӑн Николай Михайлович Балтаев ӳнерҫӗн, паллах, чӗри ыратать. Вӑл ҫавӑнпа та кӳлепесене май килнӗ таран юсаса тӑрать.
Анчах та пӗччен суран типсе ларать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать тенӗ пек этнопаркра пурин те пӗрле тӑрӑшса нимелле йӗрке тумалла».
Agabazar // 1125.99.1919
2021.08.09 11:44 | |
«Пăлхар» ят памалла, вара пурте йĕркеллĕ пулать. | |
Варык // 1726.84.3785
2021.08.09 13:05 | |
çук пăлхарсем , çавăнпа пĕр ĕç те çук вĕсен. |