Кӑҫал, ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта, хула кӳлмекӗнче вырнаҫнӑ Анне монуменчӗ хӑйӗн 10 ҫулхи пӗчӗк юбилейне уявлать.
Аннесене халаланӑ монумент авторӗ Владимир Нагорнов кӳлепеҫӗ. Монумент тӑршӗ 46 метр: вӗсенчен 30 метр постамент йышӑнать, анне палӑкӑн кӗлетки мара 16 метр ҫӳллӗш.
Монумента уҫнӑ ҫулсенче Чӑваш Енӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче Николай Васильевич Федоров пулнӑ. Паянхи кун та хула илемне кӳрекен монумента уҫнӑ чухне Николай Федоров ҫапларах сӑмахсем каланӑ пулнӑ: «Тӗнчипе палӑксен йышӗ тем чухлӗх ӗнтӗ, вӗсем тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫынсене халаланнӑ. Пирӗн Раҫҫейре тӑван ҫӗршыв ирӗкӗшӗн тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма хавхалантаракан Анне сӑнарӗн мӑнаҫлӑ монумӗнче пур. Ҫапах та чи уҫӑ кӑмӑллӑ, пирӗн хушӑра пурӑнакан хӗрарӑмсем-аннесен сӑнарне халалланӑ монумента паянхи кунччен те эпӗ курман».
Ку палӑк тавра темле сас-хура та тухрӗ пулин те, ун пирки мӗн кӑна калаҫмарӗҫ пулин те вӑл хулан пӗр палли пулса тӑчӗ теме пулатех. Пирӗн хулана унччен Чапаев палӑкӗпе палланӑ пулсан юлашки вӑхӑтсенче Анне монуменчӗпе те час-часах усӑ курни куҫ кӗрет. Кӳлмеке те вӑл самай илем кӳрет тесен чылайӑшӗ килӗшеҫҫех ӗнтӗ. уйрӑмах хула хӑнисем ӑна сивлемеҫҫӗ.