Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӗҫленекен кинофестиваль кӑлтӑксемсӗр иртеймерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 25.05.2013 18:39 | 1573 хут пӑхнӑ

Шупашкарти халӑхсем хушшинче иртекен VI кинофестиваль паян хӑйӗн юлашки кунне каҫрӗ. Шӑпах паян кино уявӗн чи маттурисене, чи хастаррисене палӑртӗҫ. Ҫапах та ирттернӗ кинофестиваль кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен эпир ҫак самантрах каласа пама пултараятпӑр.

Фестиваль хӑнисем, конкурса тӑратнӑ киносене курма килекенӗсем чӑтӑмсӑр асӑннӑ кинофестиваль президентне Карен Шахназарова кӗтнӗ. Анчах килме шанӑҫ панӑ кино ӑсти хӑйӗн сӑмахне пур-пӗр тытайман, ҫынсен кӗтни кӑлӑха пулнӑ имӗш. Карен Георгиевич иккен ҫак кунсенче Сочире, Раҫҫей Федераци пуҫлӑхӗн пухӑвӗнче. Ҫапах та кинофестиваль президенчӗ Чӑваш республикин Элтеперӗ патне янӑ ҫырура ҫитес ҫулсенче Шупашкара килесси ҫинчен шантарсах калаҫать.

Халӑха пӑлхантаракан тӗпӗр ҫитменлӗх вӑл киносене палӑртнӑ йӗркепе кӑтарманни. Куракансем каланӑ тӑрӑх кино йӗркине пӗр хутччен кӑна мар пӑснӑ пулнӑ.

Тата тӗпер кӑткӑслӑ кӑлтӑк — куракансем хушшинче кинотеатрти вырӑнсене пайласси. Кассӑсенче тӳлевсӗр билетсене ҫынсем илсе пӗтернӗ теҫҫӗ пулин те залра темшӗн нумай чухне ларас вырӑнсем пуш пушах пулнӑ-мӗн. Билет «хуҫисем» ӑҫта кайса кӗни те паллӑ мар. Ҫав-ҫавах ҫитменлӗхсемпе юнашарах ырӑ енӗсем те ҫителӗклех — куракансен кӑмӑлне кинофестиваль пӗтӗмӗшле тивӗҫтернӗ тесе шантарсах калама пултаратпӑр.

#Шупашкар, #кинофестиваль, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем