Ку ӗҫ Улатӑрти шкулта пулса иртнӗ. 10-мӗш класра вӗренекен яш хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех арҫын ачаран пӗр пин тенкӗ шӑйӑрса пурӑннӑ. Ҫавӑн чухлӗ укҫа тыттарсан вӑл ӑна шкулта хӳтӗлесе тӑма пулнӑ. Кӗҫӗннин сехрине хӑпартас тесе асли ӑна шкул туалетне илсе кӗрсе пӗринче чышкӑ та тутантарнӑ. 8-мӗш класра вӗренекенскер хытах хӑранӑ. Аптӑранӑ енне килтен ылтӑн ҫӗрӗ илсе кайса хайхине тыттарнӑ.
Ӗҫ-пуҫ епле майпа ҫиеле тухни пирки калама йывӑр, тӗшмӗртесси кӑна юлать. Ҫӗрӗ тӑван мар ашшӗн пулни паллӑ. Ахӑртнех, лешӗ ылтӑн ҫухалнине сиснӗ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленӗ-тӗр. Укҫа тапӑнакан яш пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ халӗ суда ҫитнӗ. Ӑна хӑратса укҫа тапӑннишӗн явап тытарӗҫ.