Ӗнер Шупашкар хулинчи ҫӳллӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакансем ҫӗр чӗтреннине сиснӗ иккен. 9-мӗш хутра пурӑнакансем ҫавна уйрӑмах туйнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмне Охотск тинӗсӗн акваторийӗнче ҫӗр чӗтреннипе сӑлтавлать иккен. Пирӗнпе кӳршӗллӗ регионсенче пурӑнакансем те ҫавна сиснӗ. Хваттерсенче люстрӑсем силленеҫҫӗ тесе Чулхула облаҫӗнче, сӑмахран, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти управленине 100 ытла ҫын шӑнкӑравланӑ. Халӗ лару-тӑру чиперех-мӗн. Ҫапах та ҫӑлавҫӑсем ун пеккине сиссен ҫӳллӗ е ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнкансене урама тухма сӗнеҫҫӗ.
Ҫӗр чӗтреннине Чӑвашра туйни пӗлтӗр те пулнӑччӗ. Ун чух вӑл Шупашкарӑн Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнче сисӗннӗччӗ. «Ҫанталӑк хӑвӑрт ӑшӑтса янине кура тӑпра аялалла аннӑ тата кӑштах куҫнӑ-тӑр», — ҫапларах ӑнлантарма пӑхнӑччӗ ҫӑлавҫӑсем ун чух.