Экономика
![]() taigaopt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен шучӗ чакса пынине ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ ӗҫ эрнине пӗтӗмлетнӗ чух палӑртса хӑварнӑ. Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗрлӗх шайӗпе республика пандеми пуҫланичченхи шая ҫитсе пырать. «Паян 17 пин ытла ваканси пур. Эпир халӗ Чӑваш Енри предприятисене кирлӗ специалистсене хатӗрлес ӗҫе урӑхларах йӗркелерӗмӗр. Сӑмахран, ҫӗвӗҫсене. Вӗсем 500 ҫын таран кирлӗ. Ӗҫсӗрлӗх центрӗсене специалистсене вӗрентсе кӑларма укҫа уйӑрнӑ май специалистсене хатӗрлессине ҫавсем кирлӗ предприятисенче йӗркелетпӗр», — пӗлтернӗ республика Ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |