«Эх, ҫав кану вырӑнӗсене! Ӑҫта кӑна уҫса тултармаҫҫӗ ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, вулакансем информаци ятне кура. Тулаштарар мар — кану мар, индустри паркӗ уҫӑлӗ. Вӑл тата мӗн япала тетӗр-и? Тӗллевӗ ятӗнче пытарӑннӑ, вӑл промышленность предприятийӗсене пӗр ҫӗре пухакан вырӑн пуласса пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тума пуҫламалла.
Индустри паркӗ тӑвас ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев электротехника отраслӗн аталанӑвӗ пирки ӗнер ирттернӗ канашлура та хускатнӑ. Ку ӗҫ валли кӑҫал 242,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла-мӗн. Индустри паркӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫмалла. Экономика аталанӑвӗн министрӗ Алексей Табаков асӑннӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, парк пӗчӗк тата вӑтам предприятисен хӑватне аталантарма май памалла. Ансатрах каласан, вӗсем унта хушма производство участокӗсене уҫӗҫ. Экономика министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, индустри паркӗнче 20-е яхӑн предприяти вырнаҫӗ. Ӗмӗтленнӗ пек пулса пырсан 2015 ҫулта унта ҫӗнӗ производствӑсем хута кайӗҫ.
Сӑнсем (17)