Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Надежда Осипова тата пай пуҫлӑхӗ Наталия Полетаева пирки хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ун чух следовательсем вӗсене пульницасем валли томографсем тата ангиографи хатӗрӗсем хаклӑ хакпа туянма килӗшӳ туса хыснана 240 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ тесе палӑртнӑччӗ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни пулать тесе айӑпланӑччӗ вӗсене.
Шупашкар хулин Ленин район сучӗ министерство ӗҫченӗсем усал шутпа мар, тимсӗрлӗхе пула йӑнӑшнӑ тесе палӑртнӑ. Тимсӗрлӗхшӗн явап тыттармалли вӑхӑт вара иртсе кайнине кура (хаклӑ ҫав оборудование туянасси ҫинчен калакан килӗшӗве 2008-2009-мӗш ҫулсенче тунӑ) пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.