Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» курав уҫӑлӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Галина Никитина 30.05.2021 06:36 | 680 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн тата халӑх ӑстинсен маҫтӑрӗн Зинаида Воронован «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» куравӗ уҫӑлӗ.

Унта Зинаида Воронован нумай ҫул хушши хӑй аллипе шӑрҫа-тенкӗрен пуҫтарнӑ чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗсене курма май килӗ. Чӑваш наци музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ӑста «авалтан килекен йӑлана пӑхӑнса ӑсталанӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй те мӗн те пулсан ҫӗннине кӗртме тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсенче XIX ӗмӗрти капӑрлӑхсене ҫӗнетсе улӑштарса туни те сисӗнет».

Хальхи вӑхӑтра Зинаида Ивановна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсене хӑйӗн ӑсталӑхне вӗрентет. Ҫавӑнпа та курава вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратӗҫ.

Зинаида Ивановна ытти регионти чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн 26 регионне ҫитсе хай аллипе тунӑ чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. З.И. Воронова тӑрӑшнипе «Чӑваш халӑх тумӗ – халах эткерӗ» конкурс иртет.

#ӑстасем, #культура, #куравсем, #музейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Питӗрти чӑвашӑн куравӗ уҫӑлӗ
2021, 02, 19
Окоп чавнӑ ҫынсемпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ
2021, 03, 29
«Авалхи кӗнекесене уҫнӑ май...» курав ӗҫлет
2021, 04, 03
Тимӗр Тяпкин музея... укҫа парнеленӗ
2021, 05, 20
Чӑвашсене Парижра кӑтартӗҫ
2021, 05, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org