Шупашкарта арҫын пысӑк вольтлӑ юпа ҫине хӑпарса ларнӑ та тем пек ӳкӗтлесен те анма килӗшмен. Вырӑна ҫӑлавҫӑсен ҫитме тивнӗ.
Ку паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫул ҫавринчен инҫех мар вырнаҫнӑ пысӑк вольтлӑ юпа ҫине арҫын хӑпарса кайнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу, полици ҫитнӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем ӑна анма ӳкӗтленӗ. Анчах лешӗ хӑнк та туман. Ҫӑлавҫӑсем ӑна антарса полицие панӑ.