Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Максим Егоров Владивостока чупса ҫитнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 14.04.2021 20:41 | 1078 хут пӑхнӑ
Персона
Максим Егоров архивӗнчи сӑн
Максим Егоров архивӗнчи сӑн

Элӗк районӗн каччи Максим Егоров пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнӑ. Вӑл тинех финиша ҫитнӗ.

Максим Владивостока пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн варринчех ҫитме палӑртнӑ. Анчах пандемие пула улшӑнусем пулнӑ. Вӑл чупас тесе ҫур ҫул отпуск илнӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл Владивостока ҫитеймен, ҫапах ӑна ӗҫрен кӑларса яман.

Максим хӑйӗнпе пӗрле 6 килограмм таякан рюкзак ҫеҫ илнӗ. Унта – улӑштарса тӑхӑнмалли тум, кроссовка, спорт костюмӗ, ӑшӑ куртка. Владивостока ҫитиччен спортсмен ултӑ кроссовка улӑштарнӑ.

Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.

#Питӗр, #Элӗк районӗ, #спортсменсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш каччи Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫывхарать
2020, 08, 17
Пушкӑртстан хӗрне тухья парнеленӗ
2020, 11, 15
Татмӑш каччи Приморьене ҫитнӗ
2021, 03, 30
Питӗрти чӑваш вилнӗ
2021, 03, 29
Шкул ятне ылмаштарӗҫ
2021, 04, 05

Комментари:

Валери Туркай // 8200.9.0690
2021-04-15 05:00
Куртӑм телевизорпа. Тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм. Саламлатӑп.
Анчах темшӗн пирӗн паттӑр Макҫӑм Тӗнче хӗрринчен тӑван Чӑваш енне саламламарӗ. Шел, питӗ шел!
Валери Туркай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org