Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерстви Китая ӗҫпе е канма каяс текенсене унта кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫӳрени пирки асӑрхаттарать. Ҫакна вӑл Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен служба пӗлтернине тӗпе хурса систерет.
Китайра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать иккен. Ҫав амака палӑртнӑ 102 ҫынтан 20-шӗ вилнӗ. Усал чире ҫаклатнисене Цзянсу, Чжэцзян, Аньхой и Хэнань провинцийӗсенче тата Шанхайпа Пекин хулисенче шута илнӗ-мӗн.