Спортпа туслӑ ҫынсем сывлӑхпа та самаях ҫирӗп. Иртнӗ вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускав хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Раҫҫей шайӗнчи талӑк чупас енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентеш те хутшӑннӑ авӑ мӗн — Канаш хулинче пурӑнакан Василий Дюкин. Унпа пӗрлех Раҫҫейри халӑхсен туслӑхӑн университечӗн стадионӗнче 24 сехет хушши 50 ҫын чупнӑ.
Вара ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн ентеш 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 55–59 ҫулхи арҫынсем хушшинчи категорире вара Василий Дюкин ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫне.
Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх талӑкӗпе чупас ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи — Саха-Якути республикинче пурӑнакан Андрей Бурнашев — пирӗн етешӗмӗртен 29 ҫухрӑм ытларах чупнӑ. Унӑн результачӗ — 218 ҫухрӑм.