Персона
![]() journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти урамсенчен пӗрне Лев Кураков академик ятне парасшӑн. Кун пирки Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин паян иртнӗ пухӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Аса илтерер: унта ассамблейӑн ҫӗнӗ ертӳҫи пулма РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова суйланӑ. Лев Кураков пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ. Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |