Ҫу уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче «Ростелеком» общество Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене телефонпа тӳлевсӗр калаҫма ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗр хуларан тепӗрне ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенех (анчах пурне те мар — Балти тӑрӑхӗнче тата СНГ тӑрӑхӗнчисене ҫеҫ!) шӑнкравлаяҫҫӗ. Ҫапах та татти-сыпписӗр юмах ҫапаймӑн — тӳлевсӗр майпа пӗтӗмпе 1 сехет сӑмахланма юрать. Укҫа тӑкакламасӑр калаҫас е килтен телеграмма ярас тесен ветерансен телефон вырнаҫнӑ адреспа пропискӑра тӑни кирлӗ. Калаҫу пункчӗсенчен шӑнкӑравлама е телеграмма шӑрҫалама шут тытсан ветеран пулни ҫинчен ӗнентерекен хута илме манмалла мар.
Сӑмах май, ҫакӑн пек ыр кӑмӑллӑх акцине карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен виҫҫӗшӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла тума вӗсене Раҫҫейӗн федераллӑ пухӑвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко ыйтнӑ-мӗн. Лешсем хирӗҫлемен. «Мегафон» компани, акӑ, «Ветеран» ятлӑ ятарлӑ тариф шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑрҫа хутшӑннисем унпа усӑ курса пӗр-пӗринпе тӳлевсӗр калаҫма пултараҫҫӗ. «Вымпелком» компани регионти абонентсемпе ҫыхӑнма уйӑхсерен 300 минут тӳлевсӗр тарифпа тивӗҫтерет. «МТС» вара ветерансене ятран сертификат парса ҫӑмӑллӑхлӑ хак парнелет.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.05.08 19:21 | |
Ман шутпа вара операторсен йышăнăвĕ хăйсене рекламăлассипе кăна çыхăннă. Ветерансене чăн та хисеплетĕн пулсан — ту эс вĕсем валли ятарлă тариф — çулталăкĕпех укçа тӳлемелле маррине. Унашкал тарифпа тем тесен те вĕсем чухăна тухмаççĕ... Ветерансем çинче хăйсен рекламине туни вара пушшех те куллянтарать. |