Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Троллейбуссем ковида пула килеймен

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 18.01.2021 20:14 | 356 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ӗпхӳ хулинчен Шупашкара кӳрсе килме палӑртнӑ троллейбуссем кӑшӑлвируса пула ҫула тухайман. Ҫакӑн пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ.

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑна 68 троллейбусран 10 троллейбус килсе ҫитнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ӗҫ эрнинче тепӗр 5 троллейбус илсе килнӗ. Вӗсем халӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗнче упранаҫҫӗ.

Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ӗпхӳри троллейбус управленийӗнче ӗҫлекенсем кӑшӑлвируспа йышлӑн чирлеҫҫӗ. Ҫавна пула савут тулли хӑватпа ӗҫлеймест. Ҫавӑнпа предприятипе хушма килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссене кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килмелле.

#ҫул-йӗр, #Шупашкар, #Ӗпхӳ, #троллейбуссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

100-мӗш троллейбусра проезднойпа ҫӳреймӗн
2020, 01, 14
Троллейбус управленине — пулӑшу
2020, 06, 20
Ҫӗнӗ Шупашкара автобус е троллейбус ҫӳрӗ-и?
2020, 11, 17
Транспорт хакӗ ӳсме пултарать
2020, 11, 23
Троллейбуссем чарӑнса ларнӑ
2021, 01, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org