Хулара
![]() Паян ирпе, 8 сехет тӗлӗнче, Шупашкарта троллейбуссем чарӑнса ларнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче, унти «Бауман урамӗ» чарӑнуран пуҫласа «56-мӗш шкул» чарӑну таран тӑрса тухнӑ. Ҫавна хулара пурӑнакан ҫынсенчен пӗри сӑн ӳкерсе илсе «PRO-город» хаҫата ярса панӑ. Асӑннӑ пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, троллейбуссем сивве пула чарӑнса ларнӑ имӗш. Ҫав вӑхӑтрах хыпара вуланисенчен пӗри троллейбуссем сивве пула чарӑнса ларма пултараймаҫҫӗ, вӗсем пӑралук пӑрланса ларсан ҫеҫ каяймаҫҫӗ тесе хирӗҫленӗ. Инкек вырӑнӗнче ятарлӑ служба ӗҫленӗ. Ирхи 9 сехет тӗлне троллейбуссем ҫӳреме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |