Тӗнчере
![]() robot-review.com сайтри сӑн Китайри ӑсчахсем самолетра усӑ курмалли сасӑ хӑвӑртлӑхӗнчен самай ирттерме пултаракан Sodramjet ятлӑ двигатель ӑсталанӑ. Ӑна аэропӑрӑхра тӗрӗслеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, унта вӑл сехетре 11 000 ҫухрӑмлӑ хӑвӑртлӑха кӑтартма пултарнӑ. Китай эксперчӗсемшӗн тӗрӗслев кӑтартӑвӗсем кӗтменлӗх пулнӑ, анчах та, ӑслӑлӑх академийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл двигатель кӑтартма пултаракан чи пысӑк хӑвӑртлӑх мар. Сӑлтавӗ вара ҫакӑнта: аэродинамика пӑрӑхне чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлеттернӗ, анчах двигателӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартма май килмен, апла пулсан унӑн ахаль те пысӑк хӑвӑртлӑхне сехетре 19 500 ҫухрӑма яхӑн ӳстерме май пур тесе шутлаҫҫӗ. Юлашкинчен ӑсчахсем ҫапла пӗлтернӗ: двигателе усӑ курма хатӗрлесе ҫитериччен тата икӗ ҫул кирлӗ пулӗ — ӑна тарӑнрах тӗпчемелле, конструкцине мӗнлерех ӑсталасси пирки шутламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |