Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литератра ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 26.04.2013 22:51 | 1567 хут пӑхнӑ

Кашни виҫӗ ҫулта ирттерекен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртрӗ. Акан 25-мӗшӗнче ҫак литература ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнин пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкарти ҫамрӑксемпе ача-пӑчасен тӗп библиотекинче палӑртрӗҫ. Асӑннӑ конкурсра республикӑн тӗрлӗ районӗсем, Шупашкарпа, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хастар хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе жюри членӗсем конкурса тӑратнӑ 54 пӑхса тухнӑ: 26 ӗҫ — вырӑсла, 28 ӗҫ — чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ. Жюри членӗсем ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвесене виҫӗ номинацире хакланӑ: чӑваш (вырӑс) прози, чӑваш (вырӑс) поэзи, чӑваш (вырӑс) драмматургийӗ.

Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнисем шутне ҫак пултаруллӑ студентсем, шкул вӗренекенӗсем, ӗҫчешсем тивӗҫнӗ: Любимова Ольга Николаевна, Моисеев Дмитрий Андреевич, Оленина Мария Михайловна, Петрова Лариса Николаевна, Табакова Анна Павловна. Конкурс номиначӗсем шутне вара ҫак пултаруллӑ яш-кӗрӗм кӗрет: Австрийская (Иванова) Ольга Михайловна, Аржанова Анна Сергеевна, Владимирова Анастасия Евгеньевна, Иванова Анастасия Николаевна, Кошелева Екатерина Александровна, Ленкин Андрей Олегович, Петрова Мальвина Владимировна, Харуко Катото (Иванова Анна Владимировна), Челаукина Марина Владимировна. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе, номинантсене жюри членӗсем (Денис Гордеев ҫыравҫӑ, Марина Карягина поэт-ҫыравҫӑ, Раиса Сарпи — сӑвӑҫ) ӑшшӑн саламларӗҫ, малашне пултарулӑхра ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума вӑй-хал сунчӗҫ.

#ӑмӑртусем, #литература, #Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем