Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Вӗренме маскӑпа кӗртӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 11.12.2020 19:02 | 344 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ.

Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ.

Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар.

Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те.

Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ.

#шкулсем, #вӗренекенсем, #аслӑ шкулсем, #кӑшӑлвирус, #сывлӑх, #Вӗренӳ министерстви, #Роспотребнадзор

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Экзамента камерӑсем те пулӗҫ, кӑшӑлвирусран та асӑрханӗҫ
2020, 05, 26
Ҫуллахи уйлӑхсем хӑҫан уҫӑласси паллӑ
2020, 06, 26
Психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлеҫҫӗ
2020, 11, 06
Ачасем килте вӗренӗҫ
2020, 11, 23
Куҫӑн майпа вӗренме пуҫлӗҫ
2020, 12, 04

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org