Персона
![]() gasi.culture21.ru сайтри сӑн «Чӑвашкино» киностуди директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха ҫак пуҫлӑх? Следстви версийӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче «Чӑвашкино» директорӗ «Наследие» фильм ӳкермешкӗн «СибирьСтройПроект» тулли мар яваплӑ обществӑпа 1,1 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ. Иккӗмӗш вырӑна Ибрагимов Рустем Решитович харпӑр усламҫӑ йышӑннӑ. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, «Чӑвашкино» директорӗ Андрей Абдюшов аукцион ҫӗнтерӳҫине аукционра выляса янӑ усламҫӑпа субподряд килӗшӗве тумашкӑн ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ. Унсӑрӑн килӗшӗве пӑрахӑҫлассипе, сценарие ҫирӗплетмессипе хӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӗве чӑнах та пӑрахӑҫланӑ, ку тивӗҫе суту ирттемесӗр усламҫа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |