Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чӑваш Ен Спорт министерстви Акимова пирки ӑнлантарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.11.2020 14:49 | 1912 хут пӑхнӑ
Спорт
sportsdaily.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sportsdaily.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн спортсменки Татьяна Акимова биатлон ӑмӑртӑвӗсенче Тӗмен облаҫӗшӗн тупӑшассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Сезона хатӗрленнӗ чухне пире регион пулӑшасса шаннӑччӗ. Анчах хамӑр шутран хатӗрленме тиврӗ. Чӑваш Енре пирӗн пӗр услови те пулман. Республика ку сезонра пӗр тенкӗ те уйӑрман. Сборсем, экпировка, патронсем, оборудовани – йӑлтах хамӑр шутран пулчӗ», – тенӗччӗ биатлонисткӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче паян республикӑн Спорт министерстви Татьяна Акимова пирки ӑнлантарса ҫырнине пичетленӗ. Унта споросменкӑна 2016-2019 ҫулсенче мӗншӗн тата мӗн чухлӗ укҫа панине пӗлтернӗ. Пурӗ 880 пин тенкӗ тенкӗ ытларах тӳленӗ-мӗн. Ҫав шутра Олимп ӑмӑртӑвне хутшӑннӑшӑн панине те кӗртнӗ.

Татьяна Акимова 2018 ҫултанпа ӑмӑртусене хутшӑнманран тата Раҫҫейрен пӗрлештернӗ командине кӗменрен ӑна кӑҫал стипенди пама май ҫук иккен. Аса илтерер: биатлонистка ача амӑшӗ пулса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл ӑмӑртусене хутшӑнаймарӗ.

#спортсменсем, #спорт, #Тӗмен, #биатлон, #Спорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 1691.22.2430
2020.12.01 07:16
Тӗлӗнтереҫҫӗ Раҫҫей спортсменӗсем!
МӖНШӖН патшалӑхӑн пулӑшмалла вӗсене?!
Спортпа пит туслӑ пулсан, тӗнчипе паллӑ спортсменсем пулсан, тупчӑр спонсорсем! Ют ҫӗршывсенче спортсменсене патшалӑх пулӑшмасть! Раҫҫейре кӑна иртӗнтерсе ячӗҫ вӗсене:
миллионсем параҫҫӗ, хваттерсем!..
"Тӑван Атӑл" журнала кӑларса тӑма вара 3 пус параҫҫӗ!
Намӑс!
Валери Туркай, Чӑваш халӑх поэчӗ
Илле // 4083.98.9691
2020.12.04 10:30
Ют çĕршывсенче патшалăх "халăх поэчĕ" ят та памасть, хе-хе-хе...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем