Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Г.А. Ермакова профессор — 70 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 15.04.2013 16:47 | 2096 хут пӑхнӑ
Галина Алексеевна Ермакова
Галина Алексеевна Ермакова

Чӑваш историне, литературине, культурине тӗпчесси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫапах та паянхи кун та чӑвашсем хушшинче чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑклӑнакан ҫынсем пурах. Вӗсем шутне филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Галина Алексеевна Ермакова та кӗрет. Акан 11-мӗшӗнче вара чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Г.А. Ермаковӑн 70 ҫулхи юбилейне халалласа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ.

Конференцин пайӑр ячӗ: «Особенности концепций творчества в культуре Урало-Поволжья». Ӑслӑлӑх форумӗнче тӗрлӗ регионтан: Марирен, Удмуртирен, Тутарстанран тата республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен килнӗ хӑнасем пулчӗҫ. Пленар ларӑвӗнче хӑнасем чи малтанах Г.А. Ермаковӑна юбилей ячӗпе саламлама васкарӗҫ. Ӑшӑ салам сӑмахӗсене факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каланипе пуҫланчӗ лару. Университет проректорӗ В.В. Афанасьев, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗн деканӗ Е.А. Андреева та юбиляра чӗререн тухакан сӑмахсем каларӗҫ.

Чӑннипех те, ҫакӑн пек конференцисем пире питех те кирлӗ. Галина Алексеевнӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ наука ларӑвне килнисем. Вӑл учитель, методист, ҫыравҫӑ, профессор, ученӑй ҫеҫ мар, пысӑк чунлӑ ҪЫН пулни сисӗнсе тӑчӗ конфиренцире. Ҫакӑ ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулни тата вӗсене малалла аталанма хавхалантарни куҫкӗрет.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #юбилейсем, #конференцисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем